1847 | Йытӑ йӑли ҫав: ҫӗр ҫинче йӑваламасӑр ним те ҫимест. | Йытӑ |
1848 | Йытӑ йытта паллать. | Йытӑ |
1849 | Йытӑ калать тет: «Хӗлле пулсан шӑмӑран пӳрт тӑваттӑмччӗ, ҫулла пулсан пӑртан пӳрт тӑваттӑм». | Йытӑ |
1851 | Йытӑ куҫӗ тӗтӗм пӗлмен тет. | Йытӑ |
1852 | Йытӑ куҫне тӗтӗм тивмест. | Йытӑ |
1853 | Йытӑ мӑнтӑр пулсан хуҫине тапӑнать. | Йытӑ |
1854 | Йытӑ мӑнтӑр та, ҫиме юрамасть. | Йытӑ |
1856 | Йытӑ патака та вӗрет, патшана та вӗрет. | Йытӑ |
1855 | Йытӑ пӑтратиччен тӳсеймен тет. | Йытӑ |
1857 | Йытӑ самӑр та, пусма юрамасть. | Йытӑ |
1858 | Йытӑ сасси кашкӑра килӗшмен. | Йытӑ |
1859 | Йытӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ. | Йытӑ |
1860 | Йытӑ ҫӑварне аш кӗрсен каялла тухмасть. | Йытӑ |
1861 | Йытӑ ҫичӗ ҫура ҫӑвӑрласан та сӗтне суса ҫиме ҫук. | Йытӑ |
1862 | Йытӑ ҫук ҫӗрте сысна та вӗрет теҫҫӗ. | Йытӑ |
1863 | Йытӑ ҫури амӑшне пӑхман тет. | Йытӑ |
1864 | Йытӑ ҫыртнӑ чухне шеллесе ҫыртмасть. | Йытӑ |
1865 | Йытӑ та кил тӗлне пӗлет теҫҫӗ. | Йытӑ |
1866 | Йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет, кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет. | Йытӑ |
1867 | Йытӑ тесен — ҫӑмӗ ҫук, этем тесен — сӑнӗ ҫук. | Йытӑ |
1868 | Йытӑ хӑй хӳри ҫине сысмасть. | Йытӑ |
1869 | Йытӑ хӳри шыва путсан тин ишме пуҫлать. | Йытӑ |
1870 | Йытӑ хырӑмне сар ҫу та юраман. | Йытӑ |
1871 | Йытӑ шӑмӑ кӑшлать, ҫук ҫын нушине кӑшлать. | Йытӑ |
1872 | Йытӑ шуйттана сиссе ҫӗрле вӗрет теҫҫӗ. | Йытӑ |
1874 | Йытӑ юлашкине мур та ҫимен. | Йытӑ |
1850 | Йытӑ-качака вӑрҫса паллашать. | Йытӑ |
1836 | Йытӑ: «Ачи-пӑчи нумай пултӑр, мана кашни патак парать», — тет, кушак: «Ачи-пӑчи пӗттӗрччӗ, ачи-пӑчи пулмасан хуҫа ытларах мана юратать», — тесе калать тет. | Йытӑ |
1875 | Йытӑлла пурнакан анчӑкла вилнӗ тет. | Йытӑ |
1878 | Йытӑна хӳри тӑрантарать. | Йытӑ |
1879 | Йытӑпа арҫын ялан кил картинче, кушакпа хӗрарӑм — кӑмака таврашӗнче. | Йытӑ |
1881 | Йытӑпа кушак вӑрҫмасӑр ҫураҫмаҫҫӗ. | Йытӑ |
1882 | Йытӑпа кушак та килти выльӑх шутне кӗреҫҫӗ. | Йытӑ |
1883 | Йытӑпа кушак та юлташ. | Йытӑ |
1884 | Йытӑпа кушак типӗ тытмаҫҫӗ. | Йытӑ |
1885 | Йытӑпа кушакӑн та ячӗсем пур. | Йытӑ |
1880 | Йытӑпа ҫулӑхан — йӗм ҫурӑлать, пуянпа ҫулӑхан — пуҫ ҫурӑлать. | Йытӑ |
1886 | Йытӑран йытӑ ҫуралать, ыр ҫынтан ыр ҫын ҫуралать. | Йытӑ |
1887 | Йытӑран тилӗ тума ҫук. | Йытӑ |
1888 | Йытӑсем хушшинче йытӑллах вӗрес пулать. | Йытӑ |
1889 | Йытта ан вӑрҫтар, ҫыртса илӗ. | Йытӑ |
1890 | Йытта ан йӗкӗлте. | Йытӑ |
1891 | Йытта ачашла та, алран туя ан яр. | Йытӑ |
1892 | Йытта вӗрме сӑлтав кирлӗ. | Йытӑ |
1893 | Йытта йытӑ вилӗмӗ. | Йытӑ |
1895 | Йытта перӗн — хуҫине лектерӗн. | Йытӑ |
1894 | Йытта пӗр илентерсен хӗнесе те сивӗтеймӗн. | Йытӑ |
1896 | Йытта ҫын ячӗ хумаҫҫӗ. | Йытӑ |
1898 | Йытта та ирӗксӗр сунара илсе кайма ҫук. | Йытӑ |
1897 | Йытта тӗсне кура ят параҫҫӗ, ҫынна ӑсне кура хак параҫҫӗ. | Йытӑ |