2253 | Лаша пурри лашапа, ямшӑк пурри ямшӑкпа. | Ут — Лаша |
2252 | Лаша пуҫ сутнӑ. | Ут — Лаша |
2256 | Лаша ҫине ҫилленсе урапине ма ватас. | Ут — Лаша |
2257 | Лаша ҫинчен ӳксе курмасӑр юланутҫӑ пулаймӑн. | Ут — Лаша |
2255 | Лаша ҫукки — пурнӑҫ ҫукки. | Ут — Лаша |
2258 | Лаша ҫумӑра тулхӑрать. | Ут — Лаша |
2259 | Лаша ҫунатлӑ тет. | Ут — Лаша |
2254 | Лаша ҫын ури ҫине пуссан: «Асӑрхаймарӑм», ӗни: «Хытӑрах пусаймарӑм», — тесе калать тет. | Ут — Лаша |
2260 | Лаша ҫынна таптамасть теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2263 | Лаша та хуйхӑрма пӗлет теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2261 | Лаша тапас ҫук тесе ан кала, йытӑ ҫыртас ҫук тесе ан кала. | Ут — Лаша |
2262 | Лаша таптанӑ чух минтер хурса, ӗне чул хурса таптать. | Ут — Лаша |
2264 | Лаша тӑват ураллӑ пулсан та такӑнать. | Ут — Лаша |
2265 | Лаша тытайман ҫын арӑмне те тытайман. | Ут — Лаша |
2266 | Лаша ури саккӑр мар, саккӑрӑн ларма кирлӗ мар. | Ут — Лаша |
2267 | Лаша утланакана утланичченех паллать тет. | Ут — Лаша |
2269 | Лаша хатӗрӗ юсав пултӑр теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2270 | Лаша хӑйне хӑй тӑрантать. | Ут — Лаша |
2271 | Лаша хӳрине шыв урлӑ каҫарнӑ. | Ут — Лаша |
2272 | Лаша хыҫҫӑн сӗлӗ ҫӳремест. | Ут — Лаша |
2273 | Лаша чӗлхи лаша ҫаврать. | Ут — Лаша |
2274 | Лаша юртать — ҫул юлать, ӗмӗр иртет — кун юлать. | Ут — Лаша |
2275 | Лашаллӑ ҫын нушана та парӑнмасть. | Ут — Лаша |
2276 | Лашан ури те тӑваттӑ, пурпӗрех такӑнать. | Ут — Лаша |
2211 | Лашан хыҫне ан тӑр, пуянӑн умне ан тӑр. | Ут — Лаша |
2278 | Лашана апат тӑвать. | Ут — Лаша |
2290 | Лашана вӑрласа кайсан нӑхтине урама кӑларса ывӑт. | Ут — Лаша |
2279 | Лашана кашӑкпа шӑвармаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2280 | Лашана патак мар, сӗлӗ чуптарать. | Ут — Лаша |
2281 | Лашана хӑйӗн ури вӑрлать. | Ут — Лаша |
2282 | Лашана хӗрхенсен ҫуранах утас пулать. | Ут — Лаша |
2283 | Лашана чӑпӑрккапа ан ҫап, сӗлӗпе ҫап. | Ут — Лаша |
2284 | Лашана шӑхӑрса шӑвараҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2285 | Лашана ыр тусан лаша та хур тумасть. | Ут — Лаша |
2286 | Лашана ыраш улӑм ҫитерсен ыраш улӑм тиеме кайма анчах. | Ут — Лаша |
2287 | Лашапа кашкӑра парласа кӳлмеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2288 | Лашара та пур лайӑххи, утра та пур усалли. | Ут — Лаша |
2289 | Лашасӑр алсӑрпа пӗрех. | Ут — Лаша |
2291 | Лаши кӑтӑрмасӑр пӗкки хуҫӑлмасть. | Ут — Лаша |
2293 | Лаши май пушши, ҫӳпҫи май хупӑлчи. | Ут — Лаша |
2292 | Лаши май пушши. | Ут — Лаша |
2294 | Лаши пулман — суха тунӑ. | Ут — Лаша |
2295 | Лаши пулсан пушши пулӗ. | Ут — Лаша |
2296 | Лаши пуррин тилхепи ҫук тет. | Ут — Лаша |
2297 | Лаши тутарӑн, тихи чӑвашӑн. | Ут — Лаша |
2298 | Лашине вӑрласан йӗвенне те хыҫӗнчен тухса ывӑт теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2299 | Лашине парсан та пушшине памарӑм. | Ут — Лаша |
2301 | Начар лаша ҫул пӑсать, лайӑх лаша ҫул юсать. | Ут — Лаша |
2302 | Начар лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать. | Ут — Лаша |
2303 | Начар лаша час тарлать. | Ут — Лаша |