2346-мӗш ваттисен сӑмахӗ

Утҫӑм лайӑх тесе ҫула ан тух, сар ылтӑн пек пуҫна ҫухатӑн.

Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, III, 53 с.

 

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр:

2347Утҫӑм лайӑх тесе каҫа ан юл: утҫу тӑра юлӗ ҫул ҫине.Ут — Лаша
11158Ӑнман ҫынпа ҫул ҫине ан тух, ырӑ улпут пек пуҫна ҫухатӑн.Выртан — Ҫӳрен
9413Пуян хӗрӗ тесе пуҫна ҫӗклесе ан ҫӳре, чухӑн ҫын хӗрӗ тесе пуҫна чиксе ан ҫӳре.Пуянлӑх — Чуханлӑх
13700Час-часах черкке енне пӑхсан часах пуҫна та ҫухатӑн.Тутӑ — Выҫӑ
9492Ҫук тесе ҫӗре ан кӗр, пур тесе пуҫна ҫӳле ан хур.Пуянлӑх — Чуханлӑх
6813Пули-пулми ҫынпала ҫула ан тух ырӑ улпут пек пуҫна ҫухатма.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
11490Ваттисем калаҫнӑ чух пуҫна чиксе итлесе лар, эпӗ пӗлетӗп тесе малтан кӑшкӑрса ан тӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх