Йытӑ

 

1797Ама йӑтта йӑт ҫыртмасть.Йытӑ
1798Анчӑк авӑк хӳрипе шухӑшлать.Йытӑ
1799Анчӑк виҫӗ кун тӑрантарнине те виҫӗ ҫул асӑнать.Йытӑ
1800Анчӑк йытӑран мала мар.Йытӑ
1801Анчӑк сассинчен уйӑх тӑхри хӑрас ҫук.Йытӑ
1802Анчӑк ҫӑварӗнчен шӑмӑ тухман.Йытӑ
1803Анчӑк та апат хуҫине паллать.Йытӑ
1804Анчӑк та ачашласан алла ҫулать.Йытӑ
1805Анчӑк та хӑнана кайсан шӑпланма пӗлет.Йытӑ
1806Анчӑк та хуҫине туламасть.Йытӑ
1807Анчӑк телейӗ — ванчӑк телей.Йытӑ
1809Анчӑк хырӑмӗ апат тиркемест.Йытӑ
1810Анчӑк хырӑмне сар ҫу кирлех мар.Йытӑ
1808Анчӑк хыҫҫӑн ан йытӑлан.Йытӑ
1811Анчӑка — алтӑрпа, кушака — кашӑкпа.Йытӑ
1812Анчӑка пулӑшма кашкӑра чӗнмеҫҫӗ.Йытӑ
1813Анчӑкӑн вӗрмесӗр кун иртмест.Йытӑ
1814Анчӑкра шанчӑк пур.Йытӑ
1815Арман патне вӗреннӗ йытӑ ҫавӑнталлах туртӑнать теҫҫӗ.Йытӑ
1816Арман патне вӗреннӗ йытӑ унтах вилет теҫҫӗ.Йытӑ
1817Вӗре пӗлмен йытӑ яла кашкӑр кӳнӗ.Йытӑ
1818Вӗрмен йытӑ хытӑ ҫыртать.Йытӑ
1819Вӗшле йытӑ — ырхан, мӑран кушак — мӑнтӑр.Йытӑ
1820Выҫӑ йӑтта тутти ҫулать теҫҫӗ.Йытӑ
1821Йӑваш йыттӑн [хаярӗ] хӳри айӗнчех.Йытӑ
1822Йӑкӑрти йытӑ кашкӑра хирӗҫ тӑмасть.Йытӑ
1823Йӑпӑлти йытта йытӑ ҫыртмасть.Йытӑ
1824Йӑтӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ.Йытӑ
1825Йӑтти хӳрине хушать, хӳри урине хушать.Йытӑ
1826Йӳтенӗ йытӑ йӳҫлӗхри тӗтрене те вӗрет.Йытӑ
1827Йыт аллипе ӗҫлесе йытӑ ҫимелӗх те пухӑнмасть.Йытӑ
1828Йыт амине кӗрт пултӑр.Йытӑ
1829Йыт ашне йытӑ та тиркет.Йытӑ
1830Йыт вӗрет те, ҫил илсе каять.Йытӑ
1831Йыт ҫименнине ҫын ҫиет.Йытӑ
1832Йыт ҫименнине этем ҫимест.Йытӑ
1833Йыт хакне ҫын тӑмасть теҫҫӗ.Йытӑ
1873Йытӑ — этем тусӗ.Йытӑ
1834Йытӑ айӑпне патак тикӗслет.Йытӑ
1835Йытӑ ами пӗлмесен йытӑ аҫи пӗлес ҫук.Йытӑ
1837Йытӑ васкать те суккӑр ҫуратать.Йытӑ
1838Йытӑ вӗрет, шӑпчӑк шарламасть.Йытӑ
1840Йытӑ вӗрнипе йӑмра хӑрса ларас ҫук.Йытӑ
1839Йытӑ вӗрнипе ҫил ҫӗклет.Йытӑ
1841Йытӑ вӗрнипе уйӑх тӑхри катӑлса ӳкес ҫук.Йытӑ
1842Йытӑ вӗрсе ватӑлать.Йытӑ
1843Йытӑ вӗрсен ӗмӗтленнӗ ӗмӗт татӑлать.Йытӑ
1844Йытӑ вӗрсен кашкӑр килет.Йытӑ
1845Йытӑ епле вӗрсен те ӑна уйӑх туяс ҫук.Йытӑ
1846Йытӑ ӗмӗрӗ иртет касмӑкра.Йытӑ